Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Ҫакӑн пек документа республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ, ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Валерий Андреев ордена «ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлӗнчи хастра ӗҫшӗн тата квалификациллӗ специалистсене хатӗрленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Валерий Андреев 1958 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Малтикас ялӗнче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи, 1994 ҫулта юридици факультечӗсенчен, 1999 ҫулта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи патшалӑх службин академийӗнчи аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 165 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра 8 монографипе вӗренӳ пособийӗн, авторӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл пичет тата информаци политикин, ҫавӑн пекех ӗҫ, социаллӑ тата демографи политикин министрӗ пулнӑ. 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе аслӑ шкул ректорӗнче тӑрӑшать.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.
Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.
Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.
Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» (чӑв. Олимп) стадионта велоспорт-шоссе енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче критериум енӗпе тупӑшӗҫ.
Чемпионата тата первенствӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Патӑрьел, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчен спортсменсенчен пуҫтарӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 70 ытла ҫын пуҫтарӑнӗ.
Ӑмӑртӑва 15-16 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсем, 17-18 ҫулсенчи юниорсемпе юниоркӑсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнӗҫ.
Спортсменсен 21-30 километр тӑршшӗне тупӑшма тивӗ.
Чемпионата хутшӑнакансене 10 сехет те 30 минутра регистрацилеме пуҫлӗҫ. Старта спортсменсем 11 сехетре тухӗҫ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна килти ареста лартнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче администраци пуҫлӑхӗ экс-компаньонӗ ыйтнипе 10 вӗренӳ организацийӗсене ЖКХпа килӗшӳсене пӑрахӑҫлаттарнӑ. Кайран лешсем шӑпах ҫав ҫын патне куҫнӑ. Ҫапла майпа ЖКХ 490 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
Кунсӑр пуҫне 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен пуҫлӑх строительство материалӗсене туянмалли суя документсемпе федераци тата регион хыснисенчен 150 пин тенкӗ ытла субсиди илнӗ. Ку укҫана вӑл икӗ кредит проценчӗсене тӳлеме янӑ. Ӑна банкран выльӑх витисене юсама илнӗ имӗш.
Пуҫиле халӗ суда пӑхса тухма янӑ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхӗпе конкурса хутшӑннӑ. Унта районсенче ҫӗнтернисем пухӑннӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ.
«Ӗҫлеме хӑнӑхакан» номинацире Михаил Афонькин (Етӗрне районӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Генриетта Лаврентьева (Ҫӗрпӳ районӗ) — иккӗмӗш, Елена Аникина (Етӗрне районӗ) — виҫҫӗмӗш.
«Лайӑх ӗҫлекен» номинацире Татьяна Душенькина (Улатӑр) мала тухнӑ, Любовь Тюрикова (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) — иккӗмӗш, Алевтина Шашкова (Шупашкарти Мускав районӗ) — виҫҫӗмӗш.
«Чи лайӑх хӑтлав» тесе Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Валентин Егоров ӗҫне хакланӑ, «Тӗнче тетелне чи лайӑх пӗлекен» – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова.
Республикӑра мала тухнисем Раҫҫей конкурсне хутшӑнӗҫ.
Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Юрий Чайка юстицин аслӑ канашҫине Дмитрий Теллина Ҫӗрпӳ районӗн прокурорне лартнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, Дмитрий Теллин 38 ҫулта кӑна, вӑл Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пала Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫулта Дмитрий Теллин Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурин следовательне вырнаҫнӑ. 2003 ҫултанпа тӗрлӗ должноҫра ӗҫленӗ: Ленин район прокуратурин аслӑ следователӗ, республика прокуратурин преступленисене уҫса паракан пайӗн уйрӑмах яваплӑ ӗҫсене пурнӑҫлакан следователӗ, Раҫҫей прокуратурин Чӑваш Енри следстви комитечӗн уйрӑмах яваплӑ ӗҫсене пурнӑҫлакан следователӗ, Чӑваш Ен прокуратурин уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тӑракан пайӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
«Эпӗ пӗчӗҫӗ чӑваш» видесӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.
Номинацисем тӑрӑх:
Николай Ишентей сӑввисем, чи кӗҫӗннисем:
1 вырӑн: Лидия Якимова (2 ҫулта, Етӗрне районӗ);
2 вырӑн: Арина Сорокина (5 ҫулта, Шупашкар районӗ);
3 вырӑн: Елизавета Долматова (6 ҫулта, Ҫӗнӗ Шупашкар хули).
Николай Ишентей сӑввисем, шкул ҫулне ҫитменнисем:
1 вырӑн: Матвей Андреев (6 ҫулта, Канаш районӗ);
2 вырӑн: Ирина Фёдорова (5 ҫулта, Етӗрне районӗ);
2 вырӑн: Валерия Волкова (6 ҫулта, Муркаш районӗ);
3 вырӑн: Кирилл Мессер (6 ҫулта, Хӗрлӗ Чутай районӗ);
3 вырӑн: Полина Николаева (5 ҫулта, Ҫӗрпӳ районӗ);
3 вырӑн: Василиса Жучкова (5 ҫулта, Шупашкар районӗ).
Шкул ачисем хушшинче:
1 вырӑн: Диана Салмина (9 ҫулта, Патӑрьел районӗ);
2 вырӑн: Мария Адюкова (9 ҫулта, Елчӗк районӗ);
2 вырӑн: Данил Макаров (9 ҫулта, Патӑрьел районӗ);
3 вырӑн: Елена Смирнова (11 ҫулта, Куславкка районӗ);
3 вырӑн: Нина Албутова (12 ҫулта, Шӑмӑршӑ районӗ);
3 вырӑн: Анжелика Ларева (11 ҫулта, Ҫӗрпӳ районӗ).
Аслисем хушшинче:
1 вырӑн: Маргарита Черняева (Ҫӗрпӳ районӗ);
2 вырӑн: Лина Паркина (Хӗрлӗ Чутай районӗ);
3 вырӑн: Татьяна Яковлева (Йӗпреҫ районӗ).
Роспотребнадзор сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри хӑш-пӗр шкула карантина хупнӑ. Хальлӗхе лару-тӑру эпидеми чиккинче.
Ытларах ОРВИпе тата гриппа ачасем чирлеҫҫӗ – 60,6 процент. ОРВИпе чирленӗрен республикӑра 410 ачана каникула янӑ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти 6 шкулта 9 класс карантина кайнӑ. Пӗтӗмпе – 246 ача. Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ шкулта 3 класс карантинра (78 ача).
Ҫӗрпӳ районӗнче 1 класс вӗренмест, шкул умӗнхи 3 ушкӑн карантина кайнӑ. Ача пахчинче 1 ушкӑн хупӑннӑ.
Эрне хушшинче пневмонипе чирленӗ 267 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пневмонипе аптӑракан 254 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсене ҫӳрекен ачасем валли «Хунав» фестиваль-конкурс иртрӗ. Конкурса чылай ача пахчисем хутшӑнчӗҫ. Ачасем хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене самаях тӗлӗнтерчӗҫ.
Фестиваль-конкурс виҫӗ номинаципе иртрӗ: «Илемлӗ чӑваш юрри» — ачасем чӑвашла юрӑ юрларӗҫ. «Асамлӑ юмах тӗнчи» — ачасем пӗр-пӗр юмаха сценка евӗр чӑвашла лартса кӑтартрӗҫ. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» — ачасем сӑвва чӑвашла каларӗҫ.
Жюри пайташӗсем Чурачӑк салинчи шӑпӑрлансем чи маттур пулнине палӑртрӗҫ. Кунта вырнаҫнӑ ача пахчи фестиваль-конкурсӑн пур номинацинче те ҫӗнтерме пултарчӗ. Ҫитес кунсенче вӗсем район чысне республикӑра хӳтӗлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.